Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Олег Бирюковӑн влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков администраци пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхне Елена Егоровӑна судпа айӑпласан унран тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хыснине 3,1 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫав тӑкака шыраса илес тесе Бирюков нимӗн те туман.
Олег Бирюков 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара администрацире ухтару пуҫланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкула карантина хупнӑ. Ку йышӑнӑва Роспотребнадзор тунӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта ачасем пневмонипе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Халӗ санитарипе эпидемиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев пырать.
Шкулта йӗркене пӑснине те тупса палӑртнӑ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнчех унта юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗх те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах Людмила Охотникова директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем вӗренӳ вӑхӑтӗнче пулман. Ачасем ҫук чухне алӑксене улӑштарнӑ, стенасене сӑрланӑ.
Специалистсем шкулти сывлӑша тӗрӗсленӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чӳречесем – пластик. Директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку инфекци чирӗсем сарӑласран чӳречесене уҫса пӳлӗмсене уҫӑлтарма май парать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен судран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем полици тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр пулнӑ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Колистратов ҪҪХПИ ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарччӑр тесе икӗ ҫул ӑшталаннӑ. Лешӗ унӑн икӗ шӑлне ҫапса кӑларнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ пуҫарма пӗрмай хирӗҫленӗ. Арҫын хӑй стена ҫумне ҫапӑнса шӑлӗсене катса пӑрахнӑ имӗш.
Пулӑшу ыйтнӑ тепӗр ҫын пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Сергей Ивановӑн ӗҫне халӗ мӑшӑрӗ Лариса хутшӑнать. 2006 ҫулта йӗрке хуралҫисем арҫынна саккунсӑр майпа тытса чарнӑ, ӑна хӗненӗ, РОВДра 5 сехет тытнӑ. Иванов кун хыҫҫӑн прокуратурӑран, Следстви комитетӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах яланах пуҫиле ӗҫ пуҫарма хирӗҫленӗ.
Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей правительствин Владимир Колистратова – 7 пин евро, Лариса Ивановӑна 6 пин евро тӳлемелле. Палӑртмалла: судра вӗсен прависене Алексей Глухов хӳтӗленӗ.
Чӑваш Енри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗсене Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта «Основы компьютерной грамотности» (чӑв. Компьютер ӑсталӑхӗн никӗсӗ) программӑпа пӗлӳ илни ҫинчен калакан удостоверени панӑ. Ватӑсене Чӑваш Енре 2017-мӗш ҫуллӑха йышӑннӑ Социаллӑ программӑпа килӗшӳллӗн хысна шучӗпе вӗрентнӗ.
Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗнче Патӑрьел, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенчи 109 пенсионер компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Вӗсен Шупашкара килсе ҫӳреме тивмен: ноутбуксене социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, дистанци мелӗпе вӗреннӗ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче, Атӑлҫи технологи университетӗнче вӗреннӗ.
ЧР Транспорт министерстви чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑватӑ пысӑк автобус туяннӑ. М3 категориллӗ транспортсем кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Хӑтлӑ автобуссем хӑҫан ҫула тухасси паллӑ: раштав уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче. Хӑш ҫулпа ҫӳрӗҫ вӗсем? Пӗри «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш автобуса улӑштарӗ. Теприне «час пикра» «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ, унтан — 15-мӗш маршрутпа. Икӗ автобус 2-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ: Роза Люксембург урамӗнчен «Садовӑй» микрорайона кайӗҫ.
Ҫӗнӗ автобуссем ҫак маршрутсемпе ҫӳрени тивӗҫтермест-и сире? Тархасшӑн, ведомствӑна хӑвӑрӑн шухӑшсене пӗлтерме пултаратӑр.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» акци иртет. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Кунашкал акци Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Кӑҫал ҫулҫӳреве Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йӗркелӗҫ. Халӗ вӗсем хӑнасем валли уяв программине хатӗрлеҫҫӗ.
Ку акци – чӑн-чӑн квест. Унта хутшӑнакан кашни ҫын «Туристӑн Ҫӗнӗ ҫул карттине» тивӗҫӗ, района е хулана ҫитсен унта паллӑ тӑвӗҫ. Пилӗк хула-района тата Шупашкарти хӗл Мучин резиденцине ҫитнӗ ҫынна хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.
Улатӑр хӑнасене кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йышӑнӗ. Таврапӗлӳ музейӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирне ҫитсе курӗҫ. Кунсӑр пуҫне Улатӑрта хӑнасем конькипе, йӗлтӗрпе, «пӳремечпе» ярӑнӗҫ. Ку кӑна мар, туристсем валли ытти мероприяти те пулӗ.
«Матч ТВ» федераци каналӗпе Раҫҫейри Паралимп комитечӗн «Пурнӑҫа таврӑнни» преми чыславне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Мероприятире паралимп спортне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшакан ҫынсене чысланӑ. «Личный пример» номинацире Андрей Михайлов ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫейри хусканупа тӗрев енчен сусӑр ҫӑмӑл атлетсен командин тренерӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Андрей Михайлов – Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ, Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ 28 ҫулти журналисткӑна Дарья Комаровӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Патшалӑх айӑплавҫи судьяна ҫакӑн чухлӗ срок пама ыйтнӑ. Кун пирки право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтерет.
Дарья Комаровӑна суд приставне хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче суд приставӗ журналисткӑн пурлӑхне тӗрӗслес тесе ун патне килнӗ. Унччен Дарьйӑран 2,5 миллион тенкӗ ытла шыраса илмелле тунӑ.
Суд приставӗ килсен журналистка кӑмӑлсӑрланнӑ, хайхискер пакунлӑ хӗрарӑмӑн аллине пӑрнӑ, тӗксе янӑ.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче журналистка тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мӗншӗн? Вӑл ЧР Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн кӗрешнӗ Олег Николаев пирки суя статья пичетленӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать.
Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ.
Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |